Чӑваш Енре чемпионсен ретне тепӗр ҫын тӑнӑ. Вӑл ҫамрӑк-ха, 12-ре ҫеҫ. Арҫын ача Мускав ҫывӑхӗнче сусӑрсен хушшинче лаша спорчӗ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Аркадий Давыдов Даун синдромӗпе аптӑрать. Унӑн тусӗ пур — Лидуси ятлӑ лаша. Вӑл лаша утланса чупассипе виҫӗ уйӑх кӑна кӑсӑкланать. Анчах палӑрма та ӗлкӗрнӗ вӑл.
Кӑҫал Мускав ҫывӑхӗнчи Котельники хулинче иртнӗ ӑмӑрту — юбилейлӑ. 10-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Унта Раҫҫейри 250 пӗчӗк спортсмен тупӑшнӑ.
Лашапа туслашни — хӑйне евӗр терапи. Малтанах Аркадий та лашапа сипленес тӗллевпе туслашнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑр чирлӗ ачасем валли иппотерапи пӗрремӗш ҫул ҫеҫ ӗҫлемест. Лаша чирлӗ ачасен мышцисене ҫирӗплетме пулӑшать-ҫке.
Халӗ Аркадишӗн диагнозӗ — приговор мар. Вӑл тренировкӑсене пӑрахӑҫласшӑн мар. Аллинче савӑнса тытакан кубок уншӑн юлашки пулмасть ахӑртнех.
Юпа уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 16 ҫул тултарман хӗрсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешсем палӑрма пултарнӑ.
Чемпионат ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 38 регионти 237 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем 11 виҫе категорийӗнче медальсемшӗн кӗрешнӗ.
Командӑсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Кемӗр облаҫӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне вара — Хакас Республики.
Пирӗн республика чысне хӳтӗленӗ Надежда Кочкова, Екатерина Михайлова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Смирнова вара кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Марина Николаева, Виктория Александрова, Наталья Прокопьева, Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӑхӑр медаль илнӗ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн.
Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть.
Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ.
Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш поликлиникӑра арҫын вилсе кайнӑ. Регистратура умӗнчех… Арҫын унта пулӑшу ыйтма пынӑ.
Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫынна арӑмӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен таксипе илсе килнӗ. Унччен вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ килмен.
Арҫын пулӑшу кӗтсе илеймесӗр каритурти диван ҫинчех вилсе кайнӑ. Лариса Шеина каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна курнӑ. «Диван ҫинче хӗрарӑм тата 40-45 ҫулсенчи арҫын ларатчӗҫ. Арҫын кӑн-кӑвакчӗ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ, анчах вӗсем патне никам та пыман. Вӑл хытӑ макӑрнӑ, йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Кӑштахран арҫын пуҫне айккинелле пӑрнӑ та юлашки хут сывласа илнӗ.
Тухтӑрсем кун хыҫҫӑн ҫеҫ чупкалама тытӑннӑ. Тухтӑр массаж тума пуҫланӑ, анчах усӑсӑр. Арҫынна килтех япӑх пулса кайнӑ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑшсенче «Литература сезонӗсем» проекта пурнӑҫласси малалла пырать. Ку проект «Ревизор — 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Юпан 2-мӗшӗнче Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Тутар кӗнекин сезонӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳпе истори музейӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятие «Хӗвеллӗ Тутарстан — ылтӑн ен!» музыка композицийӗпе пуҫланӑ. Унта Раниф Вахитов, Фарида Прудовская, Вячеслав Осипов юрланӑ, ачасем ташланӑ.
Унтан Тутар кӗнеке издательствин ҫумӗ Ильдар Хуснутдинов калаҫнӑ. Куракансене «Тутар кӗнекипе» паллаштарнӑ. Ун пирки Ирек Хадиев каласа кӑтартнӑ.
Кӗнекепе спорт — ҫумӑнах. Чӑваш наци конгресӗн спорт комитечӗн председателӗ Виталий Васильев «Мингер сабан туе» кӗнекепе паллаштарса ӑна вулавӑша парнеленӗ.
Уйӑх тӑршшӗпе ҫӗнӗшупашкарсем тутар литературин ҫыравҫисемпе, куҫаруҫисемпе, авторӗсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Кашнинчех 150 ытла кӗнекепе паллаштарӗҫ.
Пирӗн республикӑра ҫӗрсене епле усӑ курнине палӑртма хальхи вӑхӑтра «Халӑх инвентаризацийӗ» пырать.
Уссӑр выртакан лаптӑксене асӑрхасан вӗсене шута илсе усӑ курма пуҫламалли пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та каланӑччӗ. «Халӑх инвентаризацийӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗ пӗлтӗр иртнӗччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене ун чухне 765,6 гектар ҫинче 2219 участок асӑрханӑччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене Ҫӗмӗрле районӗнче 362 лаптӑк, Шупашкар районӗнче 349 лаптӑк, Етӗрне районӗнче 127 лаптӑк, Красноармейски районӗнче 119 лаптӑк, Ҫӗрпӳ районӗнче 103 лаптӑк, Ҫӗнӗ Шупашкарта 117 лаптӑк асӑрханӑччӗ.
Вӗсен хуҫисене тишкерсен, ҫурри — уйрӑм ҫынсем. Муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхне ҫирӗплетменнисем 38,3 процент йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра «халӑх инвентаризацийӗ» малалла пырать. Вӑл кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасать. Ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 24 метра таран ҫитет.
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ хуҫалӑха сахал мар сӑтӑр тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, «Элара» савутӑн ҫивиттине сӳсе илнӗ те Мускав проспекчӗ ҫине илсе пенӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта вара лавккана шар кӑтартнӑ — тӑррине тӗппипех вистесе вӗҫтерсе кайнӑ. Шупашкарти «Улатимӗр сӑрчӗ» чарӑну патӗнче тимӗр листисемпе кирпӗчрен тунӑ картана тӳнтернӗ, Эгер бульварӗнче пушатнӑ ҫуп-ҫап контейнерӗсене вӗҫтерсе кайма тапратнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑҫсем ӳкни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вӑйлӑ ҫил паян шӑматкун кӑна мар, ыран та пулӗ. Ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 14–17 метрпа танлашӗ, кассӑн-кассӑн 24 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ретро техника куравӗ уҫӑлнӑ, вӑл паян та 15 сехетчен ӗҫленӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен «Ылтӑн кӗркунне» фестивальне хальхинче асӑннӑ хулан 55 ҫулхине халалланӑ. Фестивале «Ретро» Газ-21 клуб» общество организацийӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пуҫарнӑ тата йӗркеленӗ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев, спутник-хулан культура, физкультура тата социаллӑ программӑсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Соловьев, маларах асӑннӑ клубӑн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Сергей Исаев хутшӑннӑ.
Фестивале хамӑр республикӑри ретро машинӑсемпе пӗрлех Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи урапасем килнӗ. Курава М-20«Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-22 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-13 «Чайка», ГАЗ-14 «Чайка», «Москвич-407», «Москвич-403», «Москвич М-400», ГАЗ-69», ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех 1941 ҫулта Америкӑра кӑларнӑ DODGE-WC51 урапа пулнӑ. Ретро мотоциклсенчен ИЖ-49, JAWA-350 тата ыттисемпе пынӑ.
Сӑнсем (33)
Авӑнӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Леонид Волков Пӗтӗм Раҫҫейри кӗске метражлӑ киносен «Арткино» фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл ҫулсерен авӑн уйӑхӗнче Мускавра уҫӑлать та ҫулталӑкӗпех Раҫҫейри 50 ытла хулара иртет.
Конкурса 30 минутран ытла мар тӑсӑлакан фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене киношкулти студентсемпе выпускниксем хатӗрлеҫҫӗ. 8-мӗш фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗрте 7-мӗш фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. 25 фильм хушшинче профессионал жюри Николай Котяшӑн «Каждый первый» картинине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Куракансем вара, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгений Корчагинӑн «Феликс и его любовь» фильмне суйланӑ. Евгений — пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.
Леонид Волков Евгений Корчагина саламланӑ. Палӑртса хӑварар: «Феликс и его любовь» фильм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче АПШра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |